Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3685Вилнӗ ҫын чунӗ тӗлӗкре ӑс парать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3686Вилнӗ ҫынна вил парни.Пурнӑҫ — Вилӗм
3687Вилнӗ ҫынна калла илсе тавӑрӑнаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3688Вилнӗ ҫынна тепӗр хут чӗртейместӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3689Вилнӗ ҫынна усал та тӗкӗнмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3690Вилнӗ хура ӗне сӗчӗ тутлӑ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3691Вилнӗ хуртран пыл кӗтсе илеймӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3692Вилни хыҫҫӑн вилмелле мар, кайни хыҫҫӑн каймалла мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3693Вилни хыҫҫӑн чӗрри каяймасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3694Вилнисенчен мар, чӗррисенчен хӑрамалла теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3695Вилсен ик аршӑн ҫӗре ахалех параҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3696Вилсен мул юлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3697Вилсен ним те кирлӗ мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3698Вилсен нимскер те парса ямаҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3699Вилсен те виҫ кунлӑх ӗҫ юлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3700Вилсен те пӗр мар: арҫынна — юман юпа, хӗрарӑма — ҫӑка юпа.Пурнӑҫ — Вилӗм
3701Вилсен те пӗртанлӑх ҫук: пӗрисем — ҫӑтмаха, теприсем — тамӑка.Пурнӑҫ — Вилӗм
3702Вилсен те пӗччен выртмалла ан пултӑр, ҫӑва ҫинче те йышпа выртмалла пултӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3703Вилсен тӗнче тикӗс.Пурнӑҫ — Вилӗм
3704Вилсен тӗнче юлать, вилмесен нуша юлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3705Вилсен утмӑл ҫулхи карчӑкӑн та ултӑ кунлӑх ӗҫ юлнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3706Вилсен хуть ҫуна тупань туса ҫӳреччӗр теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3707Вилтӑприне курӑк пусать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3708Ӗмӗр вӑрӑм, кун кӗске.Пурнӑҫ — Вилӗм
3709Ӗмӗр вӗҫленсен те ӗмӗт ан вӗҫлентӗр теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3710Ӗмӗр ӗмӗрлесси ӗмкӗчӗ ӗмесси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3711Ӗмӗр иккӗ килес ҫок.Пурнӑҫ — Вилӗм
3712Ӗмӗр иртет, кун юлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3714Ӗмӗр иртни сисӗнмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3715Ӗмӗр ирттересси урам урлӑ каҫасси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3725Ӗмӗр лаши кӑвак тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3726Ӗмӗр лаши ула тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3716Ӗмӗр пӗрле пурӑнас, уйрӑм вилес.Пурнӑҫ — Вилӗм
3717Ӗмӗр пӗрре, асапӗ нумай.Пурнӑҫ — Вилӗм
3720Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, пурпӗр ухмах вилетӗн теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3719Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, ҫапах вӗренсе вӗҫне тухаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3718Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен.Пурнӑҫ — Вилӗм
3721Ӗмӗр пурӑнасси алӑк витӗр тухни мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3722Ӗмӗр пурӑнасси виҫ хӑма урлӑ каҫни мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3723Ӗмӗр пурӑнса ӗмӗрлӗхе уйрӑлар теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3724Ӗмӗр пуррин ӗмӗчӗ те пур.Пурнӑҫ — Вилӗм
3727Ӗмӗр сакки сарлака.Пурнӑҫ — Вилӗм
3728Ӗмӗр тӑрӑшши вӗрен тӑрӑшши мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3730Ӗмӗр тӑршшӗ — пурнӑҫпа вилӗм хушши.Пурнӑҫ — Вилӗм
3731Ӗмӗр тӑршшӗ — чӗлӗм аври тӑршшӗ анчах вӑл.Пурнӑҫ — Вилӗм
3729Ӗмӗр тӑршшӗ ӗмӗлке тӑршшӗ кӑна мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3732Ӗмӗр тӑршшӗнче пӗр йывӑҫ та пулин лартса хӑвар теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3733Ӗмӗр темле пурӑнсан та иртет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3734Ӗмӗр тикӗс килмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3735Ӗмӗр Турри чун сыхлать.Пурнӑҫ — Вилӗм